ЧР спорт министрӗн ҫумӗ Борис Атаманов ӗҫри урапана эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнине, унпа пулнӑ хӗрарӑм вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" мар-ши тесе аптӑранине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха.
Тӳре-шара урапа рулӗ умне ларман тесе хытах туннине пӑтӑрмаха ӳкерсе илнӗ видео та аван ҫирӗплетет. Министерствӑра ӗҫлекенпе пӗрле пулнӑ хӗрарӑм Борис Атаманова хӳтӗлесе ҫул-йӗр инспекторӗсемпе тем пекех тавлашни те арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырассинчен хӑтарайман. Унтан та ытларах: тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ыйтнипе ЧР Спорт министерствинче йӗркеленӗ ятарлӑ комисси служба тӗпчевӗ пуҫарнӑ. Паянах министр ҫумне ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Кун пирки ЧР правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин хушу кӑларнӑ.
ЧР спорт министрӗн ҫумӗ Борис Атаманов ӗҫри урапана эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтерчӗ-ха. Пӑтӑрмахӗ, аса илтерер, Шупашкар кӳлмекӗнче пулса иртнӗ. «Шевроле Нива» урапа рулӗ умӗнчи арҫын машинӑна епле тытни тӗлӗнтернӗрен ҫак пӑтӑрмаха курнисем ҫул-йӗр инспекторӗсене пӗлтернӗ. Вырӑна пырса ҫитнӗ йӗрке хуралҫисемпе тӳре-шара епле калаҫнине кӳнтеленсем видеокамерӑпа ӳкерсе илнӗ.
Хӗрӗнкӗ арҫынпа пӗрле пулнӑ хӗрарӑм: «Ку вӑл провокаци», — тесе пуҫ ватать, йӗрке хуралҫисене кам чӗннине пӗлме ӑнтӑлать. Хӗрарӑм шучӗпе пӑтӑрмах Коммунистсен партийӗ е "Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей" парти "Пӗрлӗхлӗ Раҫҫее" ура хурас тенипе ҫыхӑннӑ.
Тӳре-шарапа ҫыхӑннӑ ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе халӗ ЧР Спорт министерствинче йӗркеленӗ ятарлӑ комисси тӗпчев ирттерет-мӗн. Служба тӗрӗслевне ирттерме республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнӑ.
Шупашкарти «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗ пӗлтӗр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлчӗ. Анчах ӑна ҫӗкленӗ подрядчике ЧР Спорт министерстви халӗ те укҫа тӳлемен.
«Голицын» строительство компанийӗ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнӑ. Хутра палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсем килӗшӳре палӑртнӑ укҫа-тенке шыраса илесшӗн. Объекта туса пӗтернӗ хыҫҫӑн тӗп подрядчик укҫа курман. Министерствӑн 487 миллион тенкӗ тӳлемелле пулнӑ.
Ведомство вара парӑм пуррине йышӑнмасть. Вӑл пурнӑҫланӑ ӗҫе хакламашкӑн экспертиза ирттерме ыйтать.
Палӑртмалла: 7500 ҫын вырнаҫакан стадиона 2012 ҫулта тума тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 1,2 миллиард тенкӗ тӑкакланӑ. Подрядчикӑн объекта 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче туса пӗтермелле пулнӑ. Вӗсем вара ҫӗртмен 3-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Заказчик укҫа-тенке акта алӑ пуснӑ хыҫҫӑн 10 ӗҫ кунӗнче парса татма шантарнӑ.
Суд ӗҫе утӑн 20-мӗшӗнче пӑхса тухӗ. Арбитраж сучӗ ыйтӑва татса парӗ-ши?
Биатлона юратакансем чӑваш биатлон шкулӗн воспитанникӗн Татьяна Акимован спортри юлашки вӑхӑтри утӑмне сӑнасах тӑраҫҫӗ пулӗ. Тӗнче чемпионатӗнче пирӗн хӗрарӑмсем те, арҫынсем те савӑнтараймарӗҫ пулин те шанчӑк паракан спортсменсем пуррине шанма пулать. Ҫавсенчен пӗри — маларах асӑннӑ Татьяна Акимова.
25-ри Чӑваш Енри спортсменкӑна Пӗтӗм тӗнчери биатлонистсен союзӗ сезонти чи лайӑх ҫӗнӗ ҫын тесе хакланӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн биатлонисчӗсен пӗрлешӗвӗ хыпарланине тӗпе хурса республикӑн Спорт министерстви пӗлтерет.
Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин йышне Татьяна Акимова кӑҫалхи сезонта лекрӗ. Тӗнче кубокӗн шайӗнче вӑл 12 хутчен тупӑшрӗ тата тӗнче чемпионатӗнче — виҫӗ хут. Ханты-Мансийскра иртнӗ Тӗнче кубокӗнче спринтра Татьяна Раҫҫей биатлонистскисенчен чи лайӑххи пулнине, финиша 12-мӗш ҫитнине, эпир пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енӗн спорт мӑнаҫланӑвӗ Ирина Калентьева Мӑкшӑ Республикин пӗрлештернӗ командине кӗнӗ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, кунта, спортсменкӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Рио-де-Жанейрора иртекен Олимпиадӑра маунтинбайк енӗпе Ирина Калентьева та ӑмӑртасса шанаҫҫӗ.
И. Калентьева мӑкшӑсен пӗрлештернӗ ушкӑнне кӗресси пирки алӑ пуснине пирӗн республикӑн Спорт министерстви пӗлет тата ку шухӑшпа вӑл килӗшнӗ. Республикӑн спорт министрӗ Сергей Шелтухов Иринӑн ҫав республикӑри ҫитӗнӗвне республикӑн зачетне те кӗртме май пуррине палӑртнӑ. Ҫапла туни спортсмена укҫа-тенкӗ енчен хушма хавхалану та кӳреет-мӗн.
Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр специалист Мӑкшӑ Республикинче велоспорчӗ вӑйлах аталанманнине палӑртать иккен. Ирина Калентьева унти пӗрлештернӗ ушкӑна кӗнине те мӑкшӑсем тӗрлӗрен, ҫав шутра — кӑмӑлсӑрланса та, йышӑннӑ.
Етӗрне районӗнчи Пионер лапамӗнчи йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче ҫиччӗмӗш класс хӗрачипе инкек сиксе тухнине эпир пӗлтернӗччӗ. Вӑл ача — асӑннӑ районти Урпашран.
Аса илтеретпӗр, ӑмӑрту кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчех пулнӑ. Спорт ӑмӑртӑвне пынӑ ҫиччӗмӗш класс хӗрачин пуҫ мимине юн кайнипе пульницӑна илсе кайнӑ. Ачана малтан Етӗрнери пульницӑна илсе кайнӑ, кайран реанимобильпе Шупашкара куҫарнӑ. Константин Ишутов блогер ку инкек пирки пӗлтернӗ май ӑмӑртӑва йӗркелекенсем ку факта пытарасшӑн текен шухӑша палӑртнӑччӗ.
Халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм, республикӑн спорт министрӗ ку инкек пулнине ҫирӗплетнине хыпарлать. Унтан та ытларах — министерство ку лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑрать имӗш, тӗпчевҫӗсем те инкек пулнӑ факта тӗрӗслеҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министерствинче паянтанпа ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме тытӑннӑ. Республикӑн пӗрлештернӗ спорт ушкӑнӗсене хатӗрлекен Ардалион Игнатьев ячӗллӗ центра 2014 ҫултанпа ертсе пынӑ Борис Атаманова министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин паян алӑ пуснӑ.
Борис Атамонов спортшӑн ҫӗнӗ ҫын мар. Елчӗк районӗнчи Курнавӑшра 1958 ҫулта ҫуралнӑскер вӑл 1983 ҫулта ҫӑмӑл атлетика енӗпе СССР спорт маҫтӑрӗ пулса тӑнӑ. 8 пин метра чупассипе Пӗтӗм Раҫҫейри кросра Чӑваш Ен тата Раҫҫей чемпионӗ ята тивӗҫнӗ.
Вӗренме вӑл Шупашкарти строительство техникумӗнче ҫӑмӑл атлетика секцийӗнче ӑсталӑха туптанӑ, Волгоградри физкультура инситутне вӗренсе пӗтернӗ.
19 ҫул Ҫӗнӗ Шупашкарти Олимп резервӗллӗ 3-мӗш шкул пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи вӑрӑм канмалли кунсенче республикӑра спорт мероприятийӗсем нумай иртеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрин пирки, Шупашкар районӗнче «Сурхури чупӑвӗ–2016» йӑлана кӗнӗ тупӑшу уҫӑлни ҫинчен, эпир пӗлтертӗмӗр-ха.
Сӑмах май каласан, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен тытӑнса 10-мӗшӗ таран Пӗтӗм Раҫҫейри спорт тата сывлӑх вунӑкунлӑхӗ иртет. Ӑна пӗлтӗр те йӗркеленӗччӗ.
Паян Шупашкарти Станциҫум урамри 10-мӗш «а» ҫуртра вырнаҫнӑ 2-мӗш спорт шкулӗнче ҫемьесем йӗлтӗрпе тупӑшӗҫ.
Ӑмӑртура 10 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи ачаллӑ ҫемьесене кӗтеҫҫӗ. Хӑть пӗр ачапа пыр, хӑть иккӗ-виҫҫӗпе.
Спорт мероприятине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура 12 сехетре уҫӑҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисемпе чыслӗҫ.
Ӗнер Шупашкар районӗнче «Сурхури чупӑвӗ–2016» йӑлана кӗнӗ тупӑшу уҫӑлнӑ. Автомобиль тупӑшӑвне республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви тата Шупашкар район администрацийӗ ирттернӗ.
Урапасен тупӑшӑвне официаллӑ майпа ӗнер 10 сехет те 30 минутра уҫнӑ. Ӑмӑрту 11 сехетре пуҫланнӑ. Паян та ӑмӑрту малалла тӑсӑлӗ. хальхинче спортсменсем 12 сехетре старта тухӗҫ. Вӗсен 1200 метрлӑ трассӑна ҫӗнмелле. Тупӑшакансене пилӗк ушкӑна пайланӑ. Ӑмӑрту Ҫырмапуҫ ялӗ ҫывӑхӗнчи лапамра иртет.
Сӑмах май каласан, халӑх тетелӗсенчен пӗринче ӑмӑртура инкек пулни пирки те пӗлтерчӗҫ. Тупӑшакан урапасенчен пӗри тӳре ҫине пырса кӗнӗ-мӗн, лешне тухтӑрсем васкавлӑ пулӑшу кӳнӗ пулать. Анчах халӑх тетелӗнче каярах тӳре суранланманни пирки ҫырчӗҫ.
Ӗнер Чӑваш Республикин спорт министрӗ пулнӑ Вячеслав Краснов чылай вӑхӑт чирленӗ хыҫҫӑн пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 65 ҫул тултаратчӗ.
Министр пулнӑскер Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттӗм ялӗнче ҫуралнӑ. Василий Семенов тренер ертсе пынипе 1971 ҫулта СССР спорт маҫтӑрӗн нормативне пурнӑҫланӑ. 1973 ҫулта Шупашкарти И.Н. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи физвоспитани факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1990 ҫулта ӑна Чӑваш АССРӗн Физкультурӑпа спортӑн патшалӑх комитетне ертсе пыма шаннӑ. 1994 ҫулта ведомствӑран министерство йӗркеленӗ. Министрта 2006 ҫулхи юпа уйӑхӗччен тӑрӑшнӑ.
1999 ҫулта Вячеслав Краснова Ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен пӗтӗм тӗнчери ассоциацийӗн комитечӗн пайташне суйланӑ. Унта вӑл 2011 ҫулччен тӑрӑшнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |